«Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑмне ертсе пыракан Юрий Егорович Егоров нумай пулмасть 80 ҫул тултарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх юбиляра ӗнер район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин тата спорт пайӗн начальникӗ Игорь Живоев, район администрацийӗн культура, социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ Алина Михуткина, вырӑнти пенсионерсен пӗрлӗхӗн ҫумӗ Елизавета Грузинова, ветерансен Канашӗн председателӗ Галина Тимакова саламланӑ.
Юрий Егорович халӗ Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнать пулин те ҫураласса вӑл Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫра 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче ӑс пухнӑ, кайран Горькийри партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе районти тӗрлӗ пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ: районти иккӗмӗш секретарь, районти пропагандӑпа агитацин инструкторӗ, ӗҫ тӑвакан комитечӗн ҫумӗ, статистика пайӗн начальникӗ, культурӑпа спорт тата ҫамрӑксен ӗҫӗпе ӗҫлекен пай заведующийӗ, тата ытти те. «Раҫҫей пенсионерӗсен пӗрлӗхӗн» Хӗрлӗ Чутайри уйрӑма вӑл 2007 ҫултанпа ертсе пырать.
Вӑрнар районӗ ҫамрӑк тухтӑрсене илӗртес тесе ӗҫлеме килнӗ специалистсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр илмешкӗн пособи парать. Ку - "Ялти тухтӑр" программӑпа килекен тухтӑрсене памалли хушма тӳлев.
Пособи виҫи - 500 пин тенкӗ. Ӑна 35 ҫула ҫитмен тухтӑрсене параҫҫӗ.
Вӑрнар районӗн пульницинче 13 специалист ҫитмест: 3 пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ,
2 анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, акушер-гинеколог, офтальмолог, отоларинголог, невролог, эпидемиолог, профпатолог, онколог.
Вӑрнар районӗни хӗрарӑм пӗчӗк ачине хур кӑтарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен 6 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ача халӗ кукамӑшӗпе (е асламӑшӗпе) пульницӑра выртать.
Хӗрарӑмӑн тепӗр икӗ ача пур: 14-ра тата 6 ҫулта. Хальхи вӑхӑтра вӗсене ҫемьерен илсе кайса вӑхӑтлӑха пульницӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: 2018-2020 ҫулсенче ҫемье ӑнӑҫсӑррисен шутӗнче пулнӑ. Кайран вӗсем унтан тухнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын Мускава вахта мелӗпе ӗҫлеме ҫӳренӗ. Анчах хальхинче вӑл киле таврӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ.
Пӗртӑванӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл унпа нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче калаҫнӑ. Арҫын ун чухне унран 1 пин тенкӗ кивҫен илнӗ, вахтӑра татах юлассине пӗлтернӗ. Тепӗр кунхине арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, 5 пин тенкӗ кивҫен илнӗ. Кун хыҫҫӑн Николай ҫухалнӑ, унпа халӗ ҫыхӑну ҫук.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене полицие шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнчи «Уренгой – Помары – Ужгород» ҫӗр айӗнчи магистраль газ пӑрӑхӗ ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хыпарланӑ. Газ пӑрӑхӗ халӗ унчченхи пекех ӗҫлет.
Аса илтерер: пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехет те 44 минутра унта газ сирпӗннӗ. Ҫулӑм вун-вун метр ҫӳллӗшне кармашнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта специалистсем юсав ӗҫӗсем тунӑ. Инкекре газ пӑрӑхне юсанӑ виҫӗ специалист вилнӗ. Тепри, водитель, тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ. Вӑл кӑштах суранланнӑ.
Мари Элти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне суда панӑ. Тавӑҫа Арбитраж сучӗ йышӑннӑ.
Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн.
Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен.
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ачасем урамра конькипе ярӑнаҫҫӗ. Ҫавна видео ӳкерсе илсе халӑх тетелӗнчи ушкӑнсенче лартса тухнӑ.
Чӑн та, пӗр енчен, ачасем урамра, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳренӗшӗн, савӑнмалла. Анчах, тепӗр енчен, урам каток пулса ларни ятарлӑ организацисем ҫав ҫула епле тытса тӑнине кӑтартса парать.
Сывлӑш температури улшӑнса тӑнӑ чухне ҫул-йӗр пӑрланса ларать-ха, анчах урамри ҫула яваплисем хӑйӑр-тӑвар тавраш пӗртте сапмаҫҫӗ-ши? Пӑрланса ларнӑ ҫулпа утса иртме те, транспорта ҫӳреме те хӑрушӑ.
Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ.
«Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра.
Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ.
Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Улькка Эльменӗн «Пурнӑҫ сулӑнка лексен…» кӗнеки 1000 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. Ку хыпара издательство ӗнер пӗлтернӗ.
Улькка Эльмен 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Нурӑсри тата Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулсенче, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра, «Капкӑн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уҫӑ пӗрлешӗвӗнче вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ.
Паян 10 сехетре Вӑрнар райойӗнчи Ершепуҫ ялӗнче микровтобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл Шупашкартан Йӗпреҫе каяканскер пулнӑ.
Водитель ҫухалса кайман - ҫулӑма сӳнтерме пуҫланӑ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсем те юр сапса ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ.
Телее, никам та шар курман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Матен Емельян Захарович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Луч Григорий Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пётр Эйзин, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, драматург, прозаик, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ вилнӗ. | ||
| Ярды Валерий Николаевич, спортсмен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |